Тăван çĕршывăн Геройĕсен кунĕ

Тăван çĕршывăн Геройĕсен кунĕ

Автор: Ястребова Н.И.

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Çĕршыв Геройĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав тата Çĕнтерӳллĕ Таса Георги орденĕсен кавалерĕсене чыслаççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007-мĕш çулта нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хушу кăларса çирĕплетнĕ.

Ҫак уяв – мухтавлӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхне аса илмелли витӗмлӗ сӑлтав. Чăваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ 107 ҫынна «Совет Союзӗн Геройӗ», «Раҫҫей Геройӗ», «Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ» сумлӑ ята парса чысланӑ.

Муркаш  шкул вулавăшĕнче çак паллă куна чысласа «Раççей Геройĕсем» патриотла сехет иртрĕ. Ачасем чи малтанах  уяв историйӗпе паллашрĕç, Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕсене (Алексеев Г.А., Анисимов Я.А., Васильев Б.М., Воробьев А.И. Мешаков И.Г.), Мухтав Орденĕн тулли кавалерне (Быков А.А.), Раççей Геройĕсене (Борисов Е.Г., Смирнов Н.В.) тата Социализмла Ĕç Геройĕсене (Андреев Е.А., Васильева Е.И., Прокопьев П.П., Федорова О.Ф.) аса илчĕç, вулавăшри паттăрсене халалланă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем пирӗншӗн кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтарма пултаракан хӑюлӑхпа тӳсӗмлӗхӗн ырӑ тӗслӗхӗ тата ҫӳллӗ шайри кӑмӑл-сипетӗн пархатарлӑ сӑнарӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕ — пирĕншĕн кирлĕ, паллă кун. Паттăрсен ячĕсене ĕмĕр асăмлă тума май парать. Эпир паттăрла ĕç туса пуç хунисене кăна мар, паян пурăнакан геройсене те чыслатпăр.