Вут чĕреллĕ поэтăмăра чысласа

Вут чĕреллĕ поэтăмăра чысласа

Авторы: Исакова Е.Н., Ястребова Н.И.

Юратнă Çеçпĕл! Вăхăт иртнĕçемĕн

Эс пирĕншĕн татах та çывăхрах.

Сăвву-юррун хăвачĕпе илемĕ

                   Упранě ĕмĕр савнă çĕршывра.

 2024 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирĕн чаплă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши  çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăватпăр. Тăван чĕлхене юратакан, ăна упрама тăрăшакан поэт хитре те янăравлă сăвăсем çырнă, чăваш поэзине çĕнĕ çул кăтартса пынă. Чĕлхере халăхăн çивĕч ăсне курнă Çеçпĕл Мишши.

Аслă поэтăмăра чысласа Муркаш тăрăхĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Çеçпĕл Мишши çуралнă вырăна кайса курчĕç. Муркаш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем те çак çул çÿреве хастар хутшăнчĕç.  Чи малтанах вĕсем Çеçпĕл Мишши музейĕпе паллашрĕç.  Музей ертÿçи, Волкова Алина Николаевна, çыравçăн  пурнăçĕпе пултарулăхĕ  çинчен питĕ интереслĕ  те тĕплĕ  каласа пачĕ. Музейпа паллашнă хыççăн  вĕрентекенсем Çеçпĕл Мишшине халалланă  паркра бюст палăкĕ умĕнче пуç тайрĕç.  Вилĕмсĕр поэт пултарулăхне хисеплекенсем  Мишша çуралнă çурт вырăнĕнче вырнаçтарнă асăну чулĕ çумĕнче асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç. Юлашкинчен çул çÿрев Шăхасан салинче чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши 1914-1917 çулсенче вĕреннĕ шкул умне  илсе çитерчĕ.

Çеçпĕл Мишши – пултаруллă та чаплă сăвăç.  Вăл пурнăçра та, литературăра та хăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ, çавăнпа та пирĕн унăн ятне нихăçан та асран кăлармалла мар, çӳлти шайра тытса упрамалла.

Фотогалерея