Автор: Ястребова Н.И.
Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче иккĕмĕш хут «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль
иртрĕ. Фестивале Тăван чĕлхе кунне тата Раççей Федерацийĕн Çемье
çулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес
çулталăкне халалласа Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ тата Хĕрлĕ Чутай
муниципалитет округĕн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ йĕркелерĕç.
«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале Муркашри вӑтам шкул вӗренекенӗсем хаваспах хутшӑнчӗҫ. «Çемье йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» ăмăртура "Чӑнкӑ чӑвашсем" ушкӑнри ачасем "Çăварни" инсценировкӑпа 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ку номинацире фольклор ушкăнĕсем хăйсен тăрăхĕнчи йăла-йĕркине кăтартса пачĕç. "Ай, ташлар-и ташшине…» ăмӑртура пирӗн вĕренекенсем «Муркаш ташши» ташласа 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗҫ.
Уяв савăнаçлă та хаваслă иртрĕ. Вăл тĕрлĕ район шкулĕсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне, власть тата культура тытăмĕнче вăй хуракансене пĕрлештерчĕ. Фестиваль пирĕн ачасем халăхăмăрăн иртнĕлĕхĕпе кăсăкланнине, хамăрăн ырă йăла-йĕркене ытларах пĕлес тенине çирĕплетсе пачĕ.