«Хавал» ăслăлăхпа практика конференцийĕнче

«Хавал» ăслăлăхпа практика конференцийĕнче

Автор: Ястребова Н.И.

Раштав уйӑхӗн 2- мӗшӗнче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче шкул ачисен "Хавал" ӑслӑлӑхпа практика пӗрремӗш конференцийӗ иртрӗ. Пирӗн шкул чысне 9-мӗш класра вӗренекен Березина Арина хӳтӗлерӗ. Арина хисеплӗ тӳресем умӗнче "Тӑван тавралӑх секцийӗ" номинацире хӑйӗн тӗпчев ӗҫне чыслӑн хӳтӗлесе 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Аринăна чун-чĕререн саламлатпӑр, татах та пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.