Чăваш тĕрри кунĕ

Чăваш тĕрри кунĕ

Автор: Ястребова Н.И.

Мӗн авалтан чӑваш тӗрри 
Хӗвеллӗ, хӳхӗм ҫав тери… 
Мӗнле пуян чӑваш тӗрри, – 
Унта пин-пин ҫулсен йӗрри.
 В. Давыдов-Анатри 

 

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш тĕрри кунĕ. Шăпах çак кун Чăваш Республикинче тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йала-йеркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çути курнă.          

Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ. Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ вăл – çип шутласа тĕрлени. Чăваш тĕррине тĕрлеме йывăр, кăткăс ĕç вăл.

Чӑваш тӗрри кунӗ Муркашри вăтам шкулĕшĕн те пысăк пӗлтерӗшлӗ. Тӗрӗ урлӑ ачасем хӑйсен тӑван культурине ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗрӗре халӑх кун-ҫулӗ, тӗнче курӑмӗ, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ упранать. Асамлӑ тӗрӗ вӑрттӑнлӑхне уҫас тӗллӗвпе пирĕн шкулта тĕрлĕрен ĕç иртрĕ. Тӑван чӗлхене вӗрентекенсем уçă уроксем ирттерчĕç, «Ĕçе чăваш тумĕпе» акцие хутшăнчĕç,    шкул вулавăшĕнче   "Çěр пин тěрě çěр-шывěнче" кěнеке куравěпе ал ĕç куравĕ  уçăлчě.


Чăваш тĕррин Кунĕ ячĕпе пурне те саламлатпăр!