Вера Кузьмина ячĕллĕ Республикăри çамрăксен пултарулăх форумĕнче

Вера Кузьмина ячĕллĕ Республикăри çамрăксен пултарулăх форумĕнче

Автор: Ястребова Н.И.

Паян, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш халăхĕн мухтавлă хĕрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитрĕ (1923 – 2021). Çак паллă куна халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Акă нумаях пулмасть эпир Вера Кузьмина ячĕллĕ Республикăри çамрăксен пултарулăх форумне хутшăнтăмăр. Унта Чăваш ен округĕнчен 100 ытла ача хутшăнчĕ. Ачасем Чăваш патшалăх академи театрĕпе тĕплĕн паллашрĕç, артистсем йĕркеленĕ ăсталăх урокĕсене хутшăнчĕç. Çавăн пекех хальхи чăваш тумĕсен "Хитре" бренд коллекцийĕпе паллашрĕç, "Янтал" фольклор ансамблĕн юрри-ташшипе киленчĕç.

Вера Кузьмина ячĕллĕ онлайн-викторинăна хутшăнса 8-мĕш класра вĕренекен Степанов Роман тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Ивановна Ястребова çĕнтерÿçĕ ятне илме пултарчĕç. Çĕнтерÿçисене чи сумлă артистсем дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.