Авторы: Багрова Н.К., Исакова Е.Н., Ястребова Н.И.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх,
эпир çак кун чăваш халăхĕн çĕнĕ çырулăхне, наци шкулне никĕсленĕ Иван Яковлевич
Яковлева аса илетпĕр. Пирĕн шкулта Аслă
вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă илемлĕ уяв иртрĕ. Уявăн
тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе
илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси. Пуçламăш класра вĕренекен ачасем сцена çинче хăйсене
чăн-чăн артистсем пек тытрĕç. Куракансене вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
2-мĕш класри Петров Дима «Кушак» юптарăвĕпе залра ларакансене тыткăнларĕ. Çавăн
пекех кĕçĕн класри ачасем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уйрăмах «Сармантей» юмахĕ
тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăна ăста выляса пачĕç.
Уява «Муркаш» халăх фольклор ансамбль çумĕнчи «Шăпчăк» ушкăн
сцена çинче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Вĕсем чăваш халăх йăли-йĕркине
кăтартрĕç.«Чăнкă чăвашсем» этноушкăнри ачасем те уява илемлетрĕç. Вĕсем Иван
Яковлева халалласа «Чи хакли» инсценировка лартса пачĕç. Çавăн пекех 5-мĕш
класри ачасем И. Яковлев калавĕсем тăрăх
сценкăпа савăнтарчĕç. Уяв Иван Яковлев «Чăваш халăхне» панă халал
сăмахĕсемпе вĕçленчĕ: «Чăвашсем, эсир пĕр-пĕрне вĕрентсе, пулăшса пурăнăр.
Хăвăр халăхăр чĕлхине, аннĕрсенчен вĕренсе юлнă тĕп чĕлхĕре ан пăрахăр».
Чăваш чĕлхи кунĕ питĕ илемлĕ те савăнăçлă иртрĕ. Пурте тулли те
савăк кăмăлпа юлчĕç.