«Муркаш Улăпĕ -2023» çĕнтерÿçи.

«Муркаш Улăпĕ -2023» çĕнтерÿçи.

Автор: Ястребова Н.И.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Муркашри культура çуртĕнче "Муркаш Улăпĕ - 2023" конкурс иртрĕ. Çак ăмăртăва пĕтĕмпе пилĕк каччă хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн Муркашри вăтам шкул вĕренекенĕ, Данилов Кирилл. Конкурс тӑватӑ номинаципе иртрĕ. Пултарулăх номинацире Данилов Кирилл "Выртмара" инсценировкăра Мучи рольне питĕ ăста тата ĕнентерÿллĕ вылярĕ. Ытти номинацире те вăл çав тери пултаруллă та маттур пулчĕ. Кирилл ытти конкурсантсене ирттерсе "Муркаш Улăпĕ - 2023" ятне çĕнсе илме пултарчĕ.

Эпир Кирила çĕнтерÿпе  чун-чĕререн саламлатпăр, малалла та çакăн  пек пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.