Автор: Ястребова Н.И.
Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,
Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.
Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,
Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!
А.Юман
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче
пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе
тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене
сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак
уява.
Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Нарăс
уйăхĕн 22-мĕшĕнче Муркашри тĕп вулавăш "Чăнкă чăвашсем" этноушкăнри
ачасемпе «Тăван чĕлхе пуянлăхĕ" вăйă-викторина ирттерчĕ. Ачасем тăван
чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç,
грамматика вăййисене вылярĕç. Ачасем тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси,
хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.