Автор: Ястребова Н.И.
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пĕрремĕш хут
«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ. Фестивале Тăван чĕлхе кунне тата
Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ тата
Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ йĕркелерĕç.
Ҫак фестивале Муркашри вӑтам шкул вӗренекенӗсем хаваспах хутшанчӗҫ.
"Халăх хитре – йăлипе» ăмăртура"Чӑнкӑ чӑвашсем"ушкӑнри ачасем
"Выртмара" инсценировкӑпа 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ку номинацире
фольклор ушкăнĕсем хăйсен тăрăхĕнчи йăла-йĕркене кăтартса пачĕç.
"Ай, ташлар-и ташшине…» ăмӑртура пирӗн вĕренекенсем чăваш ташшине ташласа
3-мӗш вырӑна тухма пултарчӗҫ.
"Ачалăхри асамат кĕперĕ» ăмăртура вара 8б класра вӗренекен Ефремова Дарья
"Вӑйӑ карти" ӗҫӗпе 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Уяв савăнăçлă та хаваслă
иртрĕ.