Автор: Ястребова Н.И.
Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Микиш Павăлĕ (Крысин П.А.) çыравçă, журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналистсен Элкер ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ, Совет телекуравӗпе радиовещанийӗн отличникӗ, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр», Отечественнӑй вӑрҫӑн 2 степеньлӗ тата «Хисеп палли» орденӗсемпе тӗрлӗ медальсен кавалерӗ çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Крысин Павел Афиногенович 1923 çулта Муркаш районĕнчи Пăсăрман ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Çак сумлă та паллă куна халалласа Муркашри ача-пăча библиотекинче «Сумлă пурнăç каçалăкĕ» вулав конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие Муркашри вăтам шкул вĕренекенĕсем активлă хутшăнчĕç. Чи малтанах ачасем Микиш Павăлĕ кун-çулĕ çинчен хатĕрленĕ докладсене тимлĕ итлерĕç, ун çинчен ÿкернĕ видеоролика пăхрĕç, çавăн пекех ентеше халалланă кĕнеке куравĕпе тата буклетпа паллашрĕç. Мероприяти вĕçĕнче 8-мĕш класра вĕренекен ачасем Микиш Павăлĕ хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ сценкăсем кăтартрĕç.
Муркаш районӗнче нумай паллӑ ҫын ҫуралса ӳснӗ. Крысин Павел Афиногенович (Микиш Павăлĕ) вӗсенчен пӗри. Эпир унпа пурте мухтанатпӑр. Вӑл пирӗншӗн паллӑ тӗслӗх пулса тӑрать.