Авторы: Багрова Н.К., Исакова Е.Н., Ястребова Н.И.
Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи IX-мĕш фестиваль-конкурс тата
«Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ку фестивальсене Раççейре иртекен
вĕрентекенсен тата наставниксен çулталăкне, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă.
Çак мероприятие Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти
вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç.
IX-мĕш фестиваль-конкурсăн «Тăван сăмахлăх пуянлăхĕ» секцире
пирĕн шкул вĕрентекенĕ, Исакова Елена Николаевна, 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Вăл 6-мĕш класра
Анатолий Хмытăн «Рафик» хайлавĕ тăрăх çĕнĕ ФГОС технологийĕсемпе усă курса уçă
урок пачĕ.
«Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен Фестиваль-конкурса тĕрлĕ
ӳсĕмри ачасем икĕ секцие хутшăнчĕç. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» секцире
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай сăввисене
вулассипе 6-мĕш класра вĕренекен Скворцов Даннил виççĕмĕш вырăна тухма
пултарчĕ. «Муркаш сасси» секцире Муркаш
районне халалланă сăвăпа 5-мĕш класра вĕренекен
Оньков Павел 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.
«Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурса сумлă жюри хакларĕ: Чăваш
халăх поэчĕ Раиса Васильевна Сарпи тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ
ĕçченĕ Эдуард Константинович Бахмисов. Конкурса хутшăнакан кашни ача валли
вĕсем ырă сăмах тупрĕç, кирлĕ сĕнӳ пачĕç. Сăвă калакан кашни ачанах парнесем парса хавхалантарчĕç.