Паян Раççейре çĕршыв
Паттăрĕсен кунĕ. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Паттăрĕсене, Мухтав
тата Çветтуй Георги орденĕсен кавалерĕсене чыслатпăр, çĕршывăн ирĕклĕхĕпе
тăнăçлăхĕшĕн пуçĕсене хунисене аса илетпĕр. Уява Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007 çулта
февралĕн 28-мĕшĕнче Хушу кăларса çирĕплетнĕ.
Шăпах паян мухтавлă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне аса илмелли
витĕмлĕ сăлтав. Паттӑрсен Кунне халалласа шкул вулавӑшӗнче "Тăван çĕршыв паттăрĕсене – чыс та мухтав»
кӗнеке куравӗ уҫӑлчӗ. Кунта вулакансем хамăр район Совет Союзĕн Паттăрĕсем
(Алексеев Г.А., Анисимов Я.А., Васильев Б.М, Воробьев А.И., Мешаков И.Г.), Социализм
Ĕçĕн Паттăрĕсем (Андреев Е.А., Васильева Е.И., Федорова О.Ф.) тата Раççей Паттăрĕсем
çинчен (Борисов Е.Н.. Смирнов Н.В.) вуласа пĕлме пултараççĕ. Çавăн пекех куракансем А.И. Воробьев, И.Г. Мешаков, С.А. Куликов
паттăрсене халалланă Герой парттисемпе тĕплĕн паллашма пултараççĕ.
Çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварассишĕн
пуçĕсене хунă паттăрсен умĕнче эпир пуçăмăрсене таятпăр. Вĕсем пирĕншĕн кирек
мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пултаракан хăюлăхпа тỹсĕмлĕхĕн ырă тĕслĕхĕ тата çÿллĕ
шайри кăмăл-сипетĕн пархатарлă сăнарĕ пулса тăраççĕ.
Автор: Ястребова Н.И.