«Реклама тĕнчи» конкурс çĕнтерÿçисем.

«Реклама тĕнчи» конкурс çĕнтерÿçисем.

Чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшас тата  реклама ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ 2022 çулхи чÿк  уйăхĕн 21-мĕшĕнче  «Реклама тӗнчи» конкурс ирттерчĕ.

«Реклама тĕнчи»  конкурсра  пĕтĕмпе 6 номинаци пулчĕ. «Чи лайăх афиша(пĕлтерÿ)» номинацире 8-мĕш класра вĕренекен Березина Арина 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. «Чи лайăх буклет» номинацире вара 8-мĕш класри Ефимов Вячеславпа Данилов Кирилл 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене  чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Автор:  Ястребова Н.И.