"Чӑнкӑ чӑвашсем" - «Хавхалану» фестивалĕн призерĕсем.

"Чӑнкӑ чӑвашсем" - «Хавхалану» фестивалĕн призерĕсем.

Чăваш çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ Г.Н. Волков академик çуралнăранпа кăçал 95 çул çитрĕ. Çулсеренех юпа уйăхĕнче тĕнчипе паллă ăсчаха халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкул регион шайĕнче «Хавхалану» фестиваль-конкурс ирттереççĕ. Фестивале кăçал Чăваш Республикин 20 районĕпе хулинчен тата Тутар, Якути Республиксенчен пурĕ 300 яхăн çын  хутшăнчĕç. Çак пултарулăх тупăшăвĕ шкул ачисене тата педагогсене паллă ăсчахăмăрăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн пĕлме хавхалантарас, ачасене чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне  ÿстерме  пулăшать.

«Чăнкă чăвашсем» этнокультура ушкăнри ачасем «Хавхалану» фестиваль-конкурса хаваспах хутшăнчĕç. Ачасем «Г.Н. Волков хайлавĕпе лартнă чи лайăх инсценировка» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан» номинацире  вара 6г класра вĕренекен Никитина Таисия иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.  

Г.Н. Волков – ачасен юратнă çыравçи. Унăн «Асанне калавĕсем», «Кил илемĕ» кĕнекисене вуншар чĕлхепе вулаççĕ. «Юманпа хĕвел» кĕнеки – ачасен юратнă кĕнекисенчен пĕри.  «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕр-шыва юратни», – тенĕ паллă ăсчах.

Геннадий Никандровичăн тарăн шухăшлă сăмахсене яланах асра тытар, хамăр ĕçĕмĕрсемпе çирĕплетер!

Автор: Ястребова Н.И.