Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр
Петрович Хусанкай çуралнăранпа кăçал, кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 115 çул çитрĕ. Паллă çыравçăн сăввисемпе поэмисене
пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. Унăн
«Аптраман тавраш», «Магнит ту», «Таня», «Тăван çĕршыв» поэмисем, «Тилли
юррисем», «Кăнтăр сăввисем», «Хура пĕркенчĕк», «Инçе вĕçев» сăвă ярăмĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ,
халăх кăмăллакан хайлавсем пулса тăчĕç.
Петĕр Хусанкая халалласа шкул вулавăшĕнче «Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ» ятлă кĕнеке куравĕ уçăлчĕ. Курава поэтăн кун-çулĕпе литературăри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан кĕнекесемпе хаçат-журналтан илнĕ материалсен пуххисене тăратнă. Хусанкай çырнисенче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, пурнăç таппи, халăх кăмăле яр уççăн курăнать. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйнеевĕрлĕхĕ, чăвашлăхĕ палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.
Чăваш халăх поэчĕн ятне халăх асĕнче упраса хăварас,
пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ
çулсерен регонсен шайĕнчи «Хусанкай
вулавĕсем» фестиваль ирттерет. Муркашри вăтам шкулти «Чăнкă чăвашсем»
ушкăнри ачасем палăртнă фестивале хастăр хутшăнчĕç. Вĕсем Петĕр Хусанкайăн
«Йыхрав», «Чăваш тĕрри», «Сăмах хăвачĕ», «Уç çыру» сăввисене вуласа конкурса хутшăнчĕç. Эпир
Хусанкайпа мухтанатпăр, савăнатпăр, унăн кун-çулĕпе кăсăкланатпăр, хайлавĕсене
вуласа тишкеретпĕр, хамăра кирлисене
шыраса тупатпăр.
Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ!
Автор: Ястребова Н.И.