Автор: Ястребова Н.И.
Нумаях пулмасть 5г класра вĕренекен ачасем Муркашри тури чăвашсен музейĕнче пулчĕç. Кунта ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашрĕç. Вĕренекенсем эреш-тĕрĕ ÿнерçи, чăваш халăхĕн алă тĕррин управçи Екатерина Ефремовăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн паллашрĕç.
Халăхра çапла калаççĕ: «Чăваш тĕрри çыруллă», - теççĕ. Тĕрĕсем çинчи эрешсене вулама пĕлсессĕн тĕрĕçĕ мĕн каласшăн пулнине пĕлме пулать иккен. Музей ертÿçи Еромолаева Т.В. куракансене çыруллă чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса пачĕ. Ачасем чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ пулнине, çип шутласа тĕрленипе уйрăлса тăнине, ĕлĕкхи вăхăтра чăваш тĕрĕ ăстисем тĕрленĕ чухне вăтăр ытла çĕвĕпе тата çĕвĕсен хĕрĕхе яхăн тĕсĕпе уса курнине пĕлчĕç.
Тĕлпулу «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?» юрă-ташăллă композиципе вĕçленчĕ. Чăваш тĕррин уявĕ ачасене питĕ килĕшрĕ, йăх-несĕлсен ĕçне-хĕлне хисеплеме, хаклама вĕрентрĕ.