Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче.

Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче.

Чăваш тĕрри – тăван халăхăн сĕм авалтан упранса çирĕпленнĕ ал-ĕç йăли, унăн ăс-хакăлпа пуянлăхĕ, ĕçченлĕхе сăнарлакан мул. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемлĕхĕ паянхи кун та илĕртет. Çав иксĕлми пуянлăха упраса хăварас тĕллевпе республикăра чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин Кунне паллă тăваççĕ.

Чӑваш тӗррин Кунне халалласа шкул вулавăшĕнче «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче» кĕнеке куравĕ уçăлчĕ. Кунта вулакансем Евгения Жачевăн «Чăваш тĕрри», Елена Енька «Чăваш кĕпе - тумтирĕ», Татьяна Шарковăн «Виçĕ хĕвел», Николай Ишентейĕн «Тĕрĕллĕ çыру тĕлĕнтермĕшĕсем» тата ытти кĕнекесемпе паллашма пултараççĕ. 

«Чăнкă чăвашсем» этнокультура ушкăнне çÿрекен ачасем çак паллă куна халалласа  «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?»  музыкăпа литература композицийĕ хатĕрлерĕç. Кунта ачасем  куракансене Петĕр Хусанкайăн «Йыхрав», «Чăваш тĕрри» сăввисемпе тата  чăваш халăх-юрри-ташшипе савăнтарĕç.

Чăваш тĕррин Кунĕ ячĕпе пурне те саламлатпăр!

 Автор: Ястребова Н.И.