Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем чăваш халăхĕн Аслă Вĕрентекенĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 172 çул çитнине тата çулленех ун ячĕпе иртекен чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнчĕç. Кăçалхи Чăваш чĕлхи эрнине пур шкул пекех, эпир те инçет мелĕпе ирттертĕмĕр. Эрнене «Эпĕ чăвашла вулатăп» акцирен пуçларăмăр. Тăван чĕлхе çинчен сăвă вуласа Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтартăмăр. Уйрăмах 5-мĕшсемпе 8-мĕш класра вĕренекенсем активлă пулчĕç. Кашни класрах вĕрентекенсем «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» темăпа уроксем ирттерчĕç. 5-6 классем И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç. Аслă Вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ «Чăваш Улăпĕ» викторина та интереслĕ иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхне çутта кăлараканĕ çинчен сахал мар пĕлнине кăтартса пачĕç.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн шкулта вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2020» акцие хутшăнчĕç. Пĕрисем диктанта радио-телевизорпа, теприсем аудиофайл итлесе Юрий Скворцов ҫырнӑ «Уках хурӑнӗ» хайлав сыпӑкне ҫырчĕç.
Чăваш чĕлхи эрни инçет мелĕпе пулсан та, питĕ кăсăклă иртрĕ.
Пурӑн чӗвӗлти чӗлхемӗр!
Пурӑн, шӑнкӑрти чӗлхе!
Тинех нимле хӑват хуплаймӗ
Ᾰна ҫак ҫутӑ тӗнчере!