Кăвар чĕрем – пин çын чĕри,
Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!
Чĕрем юрри – пин çын юрри!
Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) çуралнăранпа кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 120 çул çитнине пĕтĕм чăваш тĕнчи анлă паллă тăвать.
Петĕр Хусанкай «Чăваш литературинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялкăшать: пĕри Константин Иванов, тепри – Çеçпĕл Мишши», - тесе ахальтен каламан пулĕ. Çеçпĕл Мишши хайлавĕсем паянхи кун та пирĕншĕн хаклă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш халăхĕн асаплă пурнăçĕ, тĕттĕмлĕхĕ унăн чунне чăннипех ыраттарнă. Пуласлăхра вара çĕр-шывăмăр хăюллăн вăранса вут кайăк пек вĕçессе çирĕп шанса тăнă.
Вилĕмсĕр поэтăмăра хисеплесе пирĕн шкулта тĕрлĕ ĕçсем иртеççĕ. Акă шкул вулавăшĕнче «Вут чĕреллĕ поэт» кĕнеке куравĕ уçăлчĕ. Кунта вулакансем Çеçпĕл Мишшин кĕнекисемпе паллашма пултараççĕ: «Пирĕн Çеçпĕл», «Мильоном стих мой повторен», «Тăм ÿкнĕ ир», «Кăвар чĕре», «Ултавпа чăнлăх» тата ытти те.
Кураври материалсемпе усă курса 6-11 классенче вĕренекен ачасем республика шайĕнче иртекен викторинăна хутшăнчĕç.
Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшри ĕçченĕсемпе пĕрлĕ пирĕн шкулта «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» ятлă литература сехечĕ иртрĕ.
http://morgau.cap.ru/news/2019/11/15/vecher-perfomans-kvar-chrell-sv-k-120-letiyu-so-dn
Тăван халăхăн пултаруллă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши поэт кашнин асĕнчех упранать. Çирĕм икĕ çул кăна пурăннă пулин те вăл историри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă. Халăхăн ĕмĕрлĕх хăватне илемлĕ сăмах урлă уçса панă.