«Реклама тĕнчи» конкурсра

      2019 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче пĕтĕм тĕнчери тĕп халăх чĕлхисен çулне халалласа регионсен шайĕнчи «Реклама тĕнчи» конкурс иртрĕ.  Ку мероприятин  тĕллевĕсем: чăваш чĕлхине малалла аталантарасси, халăх хушшинче сарасси,  ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма пулăшасси, реклама ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси.

      Реклама конкурсĕ пĕтĕмпе 7 номинаципе иртрĕ. «Чи лайăх афиша» тата  «Шупашар 550 çул тултарнине халалланă чи лайăх социаллă рекалама» номинацисенче  7-мĕш класра вĕренекен Замятин Кирилл, Петров Артемий тата Сидоров Никита малти  вырăна тухма пултарчĕç.

    Çĕнтерÿçĕсене  чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.