Раççей Федерацийĕн Владимир Путин Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавăнпа та кăçал республикăра, районта театрпа çыхăннă меропрятисем анлă иртмелле.
Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти ача-пăча библиотекинче «Театр –чун уççи» ятлă конкурс иртрĕ. Ку мероприятире ачасем театра тата актерсене халалланă сăвăсем пăхмасăр каласа пачĕç. Çак конкурса пирĕн шкулти «Чăнкă чăвашсем» ушкăнри ачасем те хутшăнчĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Сухова Андрияна Геннадий Айхи çырнă «Çын тата сцена» сăвва вуласа 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çак сăвăри йĕркесем итлекенсен чунне тыткăнларĕ:
Артист вăл - куçаруçă пек.
Пин тĕрлĕ çыннăн кăмăлне
Кĕртет вăл ĕмĕр тăршшĕпех
Хăй сăн-питне, ỹтне, чунне.
Çĕршер сăнар туса парать
Кайран вăл çак асапĕнчен.
Поэма евĕр янăрать
Ун ролĕ сцена тĕнчинчен.
Ун ĕçĕ - аслă куçару:
Ун вăйĕпе, ун таппипе
Кĕрлет - ăсталăх, пултару
Чăваш шăпин хавалĕпе.
Сăмах май каласан, поэт çак сăвва СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана халалласа çырнă. Чăваш енре унăн ятне илтмен-пĕлмен çын та çук пулĕ. Нумаях пулмасть Чăваш çалтăрĕ, Вера Кузьмина, хăйĕн 95 çулне тата сцена çинче ĕçлеме пуçланăранпа 70 çул çитнине иккĕмĕш килĕ пулса тăнă Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче куракансемпе пĕрле анлă паллă турĕ.
Вăл - ачасен чи юратнă чи юратнă артисчĕ.