Выртмара

Пирĕн район темиçе çул ĕнтĕ «Чăваш енре канма вăхăт» проектра хутшăнать. Кăçал та муркашсем ку мероприятие хастар хутшăнчĕç. Уяв, йăлана кĕнĕ тăрăх, тури чăвашсен музейĕнче пуçланчĕ. Ку уява Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6г класри «Шăпчăксем» те активлă хутшăнчĕç. Арçын ачасем «Выртмара» ятлă инсценировка лартса пачĕç.
Мĕн-ши вăл выртмара? Мĕне пĕлтерет-ха ку сăмах? Паянхи ăрăва ăнланма та йывăр пулĕ. Халĕ ялсенче лаша курасси те сайра-хутра çеç пулать-çке. Ĕлĕк вара хуçалăхри йывăр ĕçсене лашапа пурнăçланă. Чăтăмлă янаварпа суха тунă, тиев турттарнă, вăрăм çула тухнă. Ака-суха вăхăтĕнче, паллах, ĕç нумай. Каçсерен вара ачасем лаша çитерме выртмана çÿренĕ. Ку вĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ уяв пекех пулнă. 
Чăнах та, ачасем ку инсценировкăна питĕ ĕнентерÿллĕ те интереслĕ кăтартса пачĕç. Уйрăмах Замятин Кирилл Мучи рольне питĕ ăста вылярĕ. Ытти ачасем те хăйсене чăн-чăн артистсем пек кăтартрĕç.