2018 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа „Реклама тĕнчи” конкурс иртрĕ.
Конкурсăн тĕллевĕсем: чăваш чĕлхине малаллла аталантарасси, ачасене реклама ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси.
Реклама конкурсĕ пĕтĕмпе ултă номинаципе иртрĕ. „Чи лайăх социаллă реклама” номинацире 7-мĕш класра вĕренекен Сухова Андрияна 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Вăл „Словарь – пĕлÿ çăл куçĕ” темăпа тухса калаçрĕ. Яна сăмах кĕнеки вĕренÿре куллен кирлĕ кĕнеке пулнине, вăл пирĕн ăс-тăна, тавра курăма пуянлатнине ĕнентерчĕ, жюри членĕсене хăйĕн калаçăвĕпе тыткăнларĕ.
Конкурс питĕ интереслĕ иртрĕ, тухса калаçакан чылай пулчĕ. Çак уявран эпир тулли кăмăлпа таврăнтăмăр.