Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче профильлĕ этнокультурăллă вĕренÿ программипе ĕçлекен лагерьсем хушшинче "Аслă тытăçу" ăмăрту иртрĕ. Çак ăмăртăва виçĕ шкул хутшăнчĕ: Калайкасси, Муркаш тата Шетмĕпуç. Уяв савăнăçлă ларупа пуçланчĕ. Калайкасси шкулĕн директор çумĕ тата лагерь ертÿçи Портнова Эльвира Владимировна пире пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Вăлах çак ăмăртава малалла ертсе пычĕ.
Акă ăмăрту пуçланчĕ. Ачасен пĕтĕмпе çичĕ конкурс витĕр тухмалла. Чи малтанах кашни шкул хăйĕн ушкăнĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн "Пирĕн тĕнче" ятлă ăмăрту пулчĕ. Кунта ачасем чăваш чĕлхипе, историйĕпе тата культурипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Эпир, Чăнкă чăвашсем», çак ĕçре 1000 балл пухса мала тухма пултартăмăр. "Муркаш ен" ăс-тăн вăййинче те эпир малтисен ретĕнче пултăмăр. Ытти ăмăртусенче те пирĕн команда 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Акă юлашки ăмăрту - "Чăваш вăййисем". Кунта кашни ушкăн вăйă станцийĕсем витĕр тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ.
Жюри çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ: 1 вырăн Муркаш шкулĕнчи «Чăнкă чăвашсем» , 2-мĕш вырăн Калайкасси шкулĕнчи «Çиçĕм» ушкăн , 3-мĕш вырăн Шетмĕпуç шкулĕнчи «Асамат кĕперĕ» ушкăн йышăнчĕç. Ачасем уявран савăнăçлă кăмăлпа таврăнчĕç.
МУНИЦИПАЛЬНОЕ БЮДЖЕТНОЕ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ «МОРГАУШСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛА» МОРГАУШСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ
Версия для слабовидящих