«В стиле ЭКО» библиомиксра

     Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ - пĕтĕм тĕнчери çут çанталăка сыхламалли кун. Çавна май, "Чăнкă чăвашсем" этноушкăнри ачасем лагерьти пĕрремĕш кунĕнче районти тĕп вулавăшри "В стиле ЭКО" ятлă библиомиксра активлă хутшăнчĕç. 
    Ку мероприятире ачасем тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç: çут çанталăк çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç, сăвăсем вуларĕç, тупмалли юмахсем, сăнавсем тупса палăртрĕç, "Вăрманçă патĕче" викторинăна хутшăнчĕç, "Çут çанталăка упрасчĕ!" ятлă лозунгпа тĕрлĕ плакатсем кăларчĕç. 
       Ку мероприяти ачасене тăван тавралăх илемне туйма, сăнама,  юратма, упрама вĕрентет, çут çанталăк çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине курма хăнăхтарать.  Хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Этемĕн çĕр çинчи çак тивĕçе пирĕн манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан хамăра та сăвап пулĕ.