Чăваш халăх поэчĕпе тĕлпулу ирттерни

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 тултарнине халалласа чăваш халăх поэчĕпе Валерий Владимирович Туркайпа тĕл пулу иртрĕ. Юратнă поэт хăйĕн чĕри витĕр тухнă сăввисемпе тата куçарăвĕсемпе паллаштарчĕ. Чи пултаруллă та хастар вĕренекен ачасене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

            Пирĕн шкул ĕçченĕ Галина Михайловна Анисова Валерий Туркайăн сăввисене вырăсла куçарнă. Çак сăвăсене ачасене вуласа пачĕ. Ачасем тĕлпулупа кăмăллă юлчĕç.

Фотохроника