Викторина ыйтăвĕсем:
1.Чăваш Улăпĕ Иван Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă?
2.Иван Яковлев çуралнă куна Чăваш Республики мĕнле кун тесе палăртать?
3.Пĕчĕк Иван миçере тăлăха юлать?
4.Тăлăх Ивана кам усрава илет?
5.Ача чухне Ивана кам тутар чĕлхипе калаçма, сĕрме купăспа выляма, пушăт явма, çăпата хуçма вĕрентнĕ?
6. Иван Яковлев Пăрăнтăкри удел шкулне миçере тата мĕнле лекет?
7. И. Яковлев миçемĕш çулта Пăрăнтăк училищине пĕтернĕ?
8. И. Яковлев Пăрăнтăкран вĕренсе тухсан ăçта вĕренет?
9. Çĕр виçекен пулса ăçта-ăçта ĕçлет?
10. Яковлев чăваш йăли-йĕрки çинчен мĕнле статья çырнă?
11. Яковлев миçемĕш çулта Чĕмпĕр гимназине вĕренме кĕрет, миçемĕш класа?
12. Гимназие вĕренме кĕнĕ чух миçе экзамен тытнă?
13. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ хăçан уçăлнă, унăн пĕрремĕш вĕренекенĕ кам?
14. Гимнази хыççăн Яковлев хăй пĕлĕвне ăçта пуянлатать?
15. Университетра ăна мĕнле просветитель ăс парса пулăшса пырать?
16. Чăваш алфавитне Яковлев миçемĕш çулта, кам пулăшнипе тăвать?
17. Чăваш букварĕ хăçан тухать?
18. Пĕрремĕш алфавитра миçе сас палли пулнă, кайран миçе юлнă?
19. Чĕмпĕр чăваш шкулне хăçан уçнă?
20. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ 40 çул тултарнă тĕле мĕн ятлă поэт И.Я. Яковлева сăвă халаллать?
21. Çак ваттисен самахĕсене И. Я. Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ?
1) Шывăн турачĕ çук.
2) Нумая хапсăнсассăн нимĕнсерех тăрса юлăн.
3) Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.
\nЯстребова Н.И.