Кăçал авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă пултаруллă писатель, ăста композитор Федор Павлович Павлов çуралнăранпа 125 çул çитрĕ.
Федор Павлов пултарулăхĕ халăх пурнăçĕпе, унăн юрă-кĕвĕ пуянлăхĕпе тачă çыхăнса тăрать. Чăвашсен ĕлĕкхи юррисем – унăн хайлавĕсен никĕсĕ. Композитор халăх юррисене 300 яхăн çырса илнĕ, илемлетнĕ. Вăл хăй те юрăсем хывнă. Ф. Павлов çырнă юрăсен чи паллă сборникĕ – «Сăрнай», «Линкка-линкка», «Йĕс таканлă», «Шупашкар туйи» тата ытти те.
Унăн «Судра» комедийĕпе «Ялта» драмине халĕ те хумханса пăхаççĕ, хавхаланса йышăнаççĕ.
Сумлă çыравçа хисеплесе тата унăн тĕрлĕ енлĕ талантне сума суса шкул библиотекинче «Халăхăн мухтавлă ывăлĕ» кĕнеке выставки йĕркеленчĕ.
Вулакансем М.Г. Кондратьевăн «Гора золотая… Федор Павлов и его время» тин тухнă кĕнекипе паллашма пултараççĕ. Кĕнеке тăватă пайран тăрать: «Вăл поэт, художник, музыкант», «Асамлă юмах», «Юмах вĕçĕ» тата «Хула сĕткенĕ».