Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи Кунĕ

 «Чăвашсен  ку  тарана  çити  упраннă  пуянлăхĕ тата  тĕлĕнтермĕшĕ вăл –  чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр  пин  сăмах, çĕр  пин  юрă, çĕр  пин тĕрĕ»

И. Я. Яковлев

 

     Паян пирĕн республикăра - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ку кун чăвашсене çутта кăларнă сумлă педагогăн И. Я.Яковлев (1848-1930) ячĕпе тачă çыхăнса тăрать. Вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ (1868) пирĕн халăхшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. И.Я.Яковлев çамрăклах чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнă. Вăл шкулсем уçнă, чăвашсен пĕрремĕш алфавитне тунă, «Чăваш букварьне» кăларнă, букварь валли хăех калавсем те çырнă.

     Çак куна халалласа  Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне каласа хăварнă халалсемпе паллашрĕç. Хăйĕн халалĕсенче  вăл  ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, пĕр – пĕрне пулăшма калать. Паян вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен тата нумайрах пĕлчĕç, вăл вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытма пулчĕç.

 Çавăн пекех шкул библиотекинче И.Я. Яковлева халалласа «Чăваш Улăпĕ» выставка йĕркеленĕ. Кунта шкул ачисем  Иван Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Унсăр пуçне тата республикăри ача-пăча библиотеки ирттерекен

 «Чĕлхе пĕтсен пĕтет чăваш, ула кăштах, шутла, юлташ!» викторина-кроссворда хутшăнса  пирĕн шкул  ачисем – Крылова Валерия, Сухова Яна, Иванова Ектерина, Багров Лев малти вырăна тухма пултарчĕç.