Нумаях пулмасть, ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче, районта «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Çак уява тĕрлĕ шкулсенчи пултаруллă та хастар ачасем хутшăнчĕç. Фестиваль икĕ номинаципе иртрĕ: «Çăлтăрчăк» тата «Шевле». «Çăлтăрчăк» номинацире пирĕн шкулти 6г класра вĕренекен Ангелина Шушкинăна çитекенни пулмарĕ. Жюри членĕсем унăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç.
«Шевле» конкурс та питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачасен çак станцисем витĕр тухмалла пулнă:
1. «Чĕлхе – халăх мулĕ» – чувашский язык;
2. «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» – «Природа – это мы» (посвящена Году экологии);
3. «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» – «Богатство людей – отец и мать» (посвящена Году отца и матери);
4. «Илемлĕх тĕнчи» – выразительное чтение произведений классиков и юбиляров чувашской литературы на чувашском языке;
5. «Пирĕн пултарулăх» – выявление творческих способностей учащихся: исполнение песен, танца и т.д.
Пирĕн шкулта 8а класра вĕренекен Екатерина Смирнова кашни станцирех хăйĕн ăс-тăнне, пултарулăхне кăтартса 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Эпир ăна чунтан саламлатпăр, республикăра шайĕнче иртекен ăмăртура ăнăçу сунатпăр.