Кăçалхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Тимухха Хӗветӗрӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитрӗ. Тӗпчевҫӗ 1887 ҫулта пирĕн районти Якаткасси ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Тимухха Хӗветӗрӗ орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркелекенӗ. Вӑлах тӑван чӗлхепе вӗренӳ кӗнекисене тата программисене пӗрремӗш хатӗрлекенӗ. Чылай пособи авторӗ. Вӗсене чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе ҫырнӑ.
Муркашри тӗп библиотекӑра ҫак паллӑ куна халласа «Чӑваш чĕлхи – иксĕлми ӑс-тӑн çӑлкуçĕ» краеведени сехечӗ иртрӗ. Мероприятие Муркашри вӑтам шкулӑн 5б класс вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Ачасем Тимухха Хӗветӗрӗн кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ çинчен тĕплĕн паллашрĕç. Тӗпчевҫӗ ҫинчен тӗплӗнрех вуласа пӗлес туртӑма аталантарас тесе вӗренекенсене «Чӗлхе пӗлӳҫи» кӗнеке выставкипе паллаштарчӗҫ.
Мероприяти вӗҫӗнче ачасем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ, краеведени сехетне хастар хутшӑнакансем тата викторина ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хуравлакансем хисеп хутне илме тивĕç пулчĕç.
Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫин Тимухха Хӗветӗрӗн юбилейне халалланӑ мероприяти пурне те кӑмӑла кайрӗ. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн Тимухха Хӗветерӗн ҫутӑ та сӑваплӑ ятне эпир нихҫан та манмӑпӑр.
МУНИЦИПАЛЬНОЕ БЮДЖЕТНОЕ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ «МОРГАУШСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛА» МОРГАУШСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ
Версия для слабовидящих