Кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитет. Вăл чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрсенчен пĕри. Ун çинчен Юхма Мишши çакăн пек каланă: «Петĕр Хусанкай хăйĕн пурнăçĕнче те, творчествăра та чăн-чăн Сар кайăк пулса юлчĕ.Çук, маншăн кăна маар, тăван поэзишĕн те, совет литературишĕн те Сар кайăк вăл. Унăн юрри пĕтĕм тĕнчене илтĕнет, савăнăçпа хавхалану кÿрет».
Чăнах та, поэтăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенĕсем те Петĕр Хусанкайăн хайлавĕсене юратса вулаççĕ.
Поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа шкулта тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерме йышăннă. Шкул библиотекинче «Халăхăн мухтавлă ывăлĕ» кĕнеке выставки йĕркеленĕ, классенче аслă поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатакан калаçу сехечĕсем иртеççĕ.
Нумаях пулмасть 8б класра «Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн Улăпĕ» литература сехечĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем ачасене презентаципе паллаштарчĕç, унтан викторина туса ирттерчĕç.
Петĕр Хусанкайăн тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçĕ вилĕмсĕр. Поэтăн çутă сăнарĕ яланах куç умĕнче. Вăл пирĕнпе пĕрле поэзи садĕнче ĕçлет, пурăнать, малалла утма чĕнет.