«С.М. Михайлов-Янтуша яланах асра тытатпăр»

  

   Çак кунсенче пирĕн тăрăхра Спиридон Михайлович Михайлова  - чăвашсен пĕрремĕш çыравçине чыслаççĕ. Кăçал, раштавăн 16-мĕшĕнче,  вăл çуралнăранпа 195 çул çитет. Вăл чăваш кун-çулне тĕпчекенĕ те, этнографĕ те, географĕ те, фольклорисчĕ те, краевечĕ те. Ун ячĕ халăх асĕнче. Эпир те, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем,  унăн ятне яланах асра тытатпăр.

   Нумаях пулмасть шкулта 8-мĕш б класра вĕренекенсемпе «С.М. Михайлов пирĕн асра» уçă урок иртрĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхипе литерурине вĕрентекенĕ Игнатьева Л.С. ачасене писатель пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Унтан вĕренекенсем шкул библиотекарĕ Ястребова Н.И. хатĕрленĕ  «Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ» презентацие  курса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ турĕç: С.М. Михайлов чăннипех те чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ.