Муркашри вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем – çул çÿревре.

    Фотохроника

 

    Кĕçнерни кун, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, пирĕн шкулăн çамрăк турисчĕсем хамăр тăрăхри паллă вырăнсемпе паллашас тĕллевпе çул çÿревре пулчĕç.

  Çул çÿрев  чи  малтан  Ильинка  тăрăхĕнчен  пуçланчĕ. Ильинка вăрманĕнче ачасем  çут çанталăк палăкне -  ватă юмана курса тĕлĕнчĕç. Çак юман чăваш çĕрĕнчи чи ватă та мăнаçлă  юмансенчен пĕри шутланать. Вăл 380 çултан та иртнĕ, йывăç диаметрĕ  180 см. Ачасем юман йĕри-тавра тăрса асăнмаллăх  сăн ÿкерчĕк турĕç.

  Унтан çул çÿревçĕсене  маршрут Ильинка шкулне илсе çитерчĕ. Ачасене унта питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, Б.И. Гузовской вăрманçă музейĕпе паллаштарчĕç. Музей тĕрлĕ экспонатпа пуян. Уйрăмах вĕренекенсем Б.И. Гузовской пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç.

 Çул çÿрев малалла пырать. Акă пирĕн умра Каршлăх вăрманĕ! Тĕлĕнмелле  илемлĕ вырăнта вырнаçнă Александр-Невский мăнастирĕ. Кунта сиплĕ çăл куçран шыв ĕçме тата шыва кĕме таçти тăрăхран та  киле-киле каяççĕ. Çамрăк çул çÿревçĕсем те çак çăл куçран  таса та сăваплă шыва ĕçсе пăхрĕç.

     Калайкасси шкулĕнчи музей та ачасен асĕнче нумайлăха  юлĕ. Афганистанра çапăçса паттăрлăх кăтартнă салтаксен аса илĕвĕпе, вĕсен çи-пуçĕпе, вăрçă хатĕрĕсемпе паллашрĕç вĕсем. Экскурсовода  ачасем питĕ тимлĕн итлерĕç.

   Москакассинче районти  афганецсене халалласа лартнă палăк пур. Унта та çитсе курчĕç çул çÿревçĕсем!

  Мĕн тери пуян та илемлĕ иккен пирĕн Муркаш тăрăхĕ! Ăçта пăхан – унта тĕлĕнтермĕш! Çак çул çÿрев çамрăк туристсен ăс-тăнне, тавра курăмне чылай пуянлатрĕ.

 

\nИгнатьева Л.С., Ястребова Н.И.