Чăваш Республикинчи халăхсен съезчĕ

  Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен 1-мĕш съезчĕ иртрĕ.

   Съездра Чăваш Енрен çеç мар, Раççейре тĕпленнĕ халăхсен культурипе чĕлхине, йăли-йĕркине упраса  хăварассипе  çыхăннă  ыйтусем  тавра  калаçрĕç, пирĕн республикăри халăхсен ассамблейине йышăнчĕç. Çак мероприятие Чăваш  Республикин  пуçлăхĕ М.В. Игнатьев хутшăнчĕ, сăмах тухса каларĕ, делегатсене саламларĕ.

   Съездра  тĕрлĕ  халăх  пулчĕ: чăваш, вырăс, çармăс, тутар, мăкшă, узбек, туркмен, азербайджан, эрмен, грузин тата ыттисем те. Кашни халăх хăйĕн çи-пуçĕпе тĕлĕнтерчĕ.

   Унсăр пуçне тата тĕрлĕ  халăхăн апат-çимĕçĕ, тумтирĕпе эрешĕ, юрри-ташши куракансене тыткăнларĕ.

   Çак уявра эпир те пултăмăр. Унтан тулли  камăлпа таврăнтăмăр.